Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль

Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль

Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 8-мĕш фестиваль 2024 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн Калайкасси шкулĕнче иртет, 9:00 сехетре пуçланать.


Фестивалье пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем:
• Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушма професси вĕрентĕвĕн «Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ» Чăваш Республикин бюждет учрежденийĕ;
• Чăваш Республикин «Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ» общество организацийĕ;
• Регионсен «Чăваш наци конгресĕ» общество организацийĕ;
• Чăваш Республикин Муркаш муниципаллă округĕн «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» пĕтĕмĕшле пĕлĕ паракан муниципалитет бюджет учрежденийĕ.

Фестиваль ăмăртăвĕсем:
• «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ);
• «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ);
• «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ);
• «Тăвалла пулсан та малалла» (шкулта чăвашлăх туйăмне аталантаракан шкулти чи ăнăçлă проектсене директор е директор çумĕ хӳтĕлет).

Фестивале хутшăнма кăмăл пуррине ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен kalai-vr@mail.ru электрон адресĕпе çыру ярса пĕлтермелле (ЗАЯВКА)
Фестиваль программи улшăнма пултарать. Тĕплĕнрех Калайкасси шкул сайтĕнче пĕлме пулать http://www.kalai-morgau.edu21.cap.ru е ВКонтакет соцсетри фестиваль сообществинче https://vk.com/event179890265