"Поэзи чечекӗ" конкурс пӗтӗмлетӗвӗ

"Поэзи чечекӗ" конкурс пӗтӗмлетӗвӗ

Ҫу уйăхĕн 31-мӗшӗнче паллӑ чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫинтнине халалласа Ҫеҫпӗл Мишши музейĕнче "Поэзи чечекӗ" конкурс иртрĕ. Ӑна пуҫараканӗсем - Чӑваш наци музейĕпе Чӑваш наци конгресӗ.

Регионсем хушшинчи ӑмӑрту икĕ тапхăрпа йӗркеленчӗ. Пĕрремĕш тапхăрта нарӑс уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуçласа ҫу уйăхĕн 20-мӗшӗччен конкурса хутшăнакансен Ҫеҫпӗл Мишшин хайлавне е автор хăй Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа ҫырнӑ сăввине чӑвашла пӑхмасӑр илемлĕ вуласа видеролик ӳкерсе ярса памалла пулнă. Иккĕмĕш тапхăра тухнисем, чи пултаруллисем, шăпах асăннă кун хăйсем хушшинче ӑмӑртрӗҫ. Вĕсен шутĕнче пирĕн шкулта 7-мӗш класра вĕренекен Юля Ермакова та хăйĕн сӑвӑ вулас ӑсталӑхне кӑтартма тивĕçлĕ пулчĕ (ертӳçи вырăс чĕлхипе литературине вӗрентекен Колбасова М.И.), хӗрӳ ӑмӑртура иккĕмĕш вырăна тухма пултарчӗ.
Пултаруллă хĕрачана тата унăн вĕрентекенне саламлатпăр, ӑнӑҫусем сунатпăр.

Конкурса хутшăннисене хавхалантармашкăн Юрий Зорин, "Дент-а-мед" клиникăн тĕп тухтăрĕ, Татьяна Брик предприниматель, Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн председатель ҫумӗ Зоя Яковлева парнесемпе тивĕçтерчĕç.
Чăваш наци музейĕ нумаях пулмасть-ха пичетлесе кăларнă "Çеçпĕл Мишши музейĕсем" путеводитель те асăнмалăх парне пулчĕ.