Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă «Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр» эрнине уçни.
А. Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Çеçпĕл
Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă «Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр» эрнине
уçрăмăр. Мĕнпе çыхăнса тăрать-ха çак пĕлтерĕшлĕ эрнен ĕçĕ-хĕлĕ? Çеçпĕл Мишши 1899
çулта чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кассаккаси (Шĕкĕр)ялĕнче çуралнă.
Пĕтĕм халăх вăл çуралнăранпа 125 çитнине чыслать. Урокра эпир ăна чăваш литературин
классикĕ, поэт, драматург, прозаик, куçаруçă, художник енĕпе пăхатпăр пулсан, чĕрере вăл
пирĕншĕн «Сÿнми кăвар чĕреллĕ поэтăмăр» пулса юлать. Апла пулсан, эрнипех Çеçпĕл
Мишшине халалласа тĕрлĕ-тĕрлĕ ĕçсем туса ирттĕрĕпĕр. Паян, 10 класра вĕренекен
каччăсемпе хĕр упраçсем кĕçĕнрех класра вĕренекен ачасене Чăваш наци музейĕнче пулса
курнине каласа пачĕç. Чи малтанах калаçу Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине
халалланă выставка çинчен пычĕ. Унтан ачасене Çеçпĕл Мишшин чи паллă «Хурçă
шанчăк» сăввине мĕнле тĕрĕс те янăравлă вуланине тишкертĕмĕр, çавăн пекех паянхи
пурнăçра çак сăвă мĕнле вырăн йышăннин пĕлтерĕшне уçса патăмăр. Тунти кун
вуннăмĕшсем «Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр» çинчен хăйсем ал вĕççĕн çырса йĕркеленĕ
кĕнекисемпе паллаштарĕç.