Тарăн йĕр хăварнă поэтăмăра халалласа......

Тарăн йĕр хăварнă поэтăмăра халалласа......

Кашни вĕренекенĕн аллинче Çеçпĕл Мишшине халалласа кăларнă кĕненке. Мĕнпе

тыткăнларĕ-ха çак кăвар чĕреллĕ поэтăмăр 6-мĕш класра вĕренекенсене. Хăйĕн
хастарлăхĕпе, тÿрĕ кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, пурнăçа, халăха юратнипе тесе пĕтĕмлетрĕç
ачасем урокра. Ахальтен мар Хурçă шанчăк сăвăра поэтăмăр çитĕнекен ăрăва çак çунатлă
та витĕмлĕ сăмахсемпе чĕнсе калать:
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, Çĕршывăн хастар ачисем. Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр, Ан
юлăр кун-çул уттинчен“ тесе. Урокра ачасемпе Çеçпĕл Мишшин ачалăхĕ çинчен калаçу
ирттертĕмĕр. Унăн пурнăçĕ мĕн тери йывăр пулнă пулин те хăйĕн кĕске ĕмĕрне чаплă утса
тухнине, хăй хыççăн ĕмĕр манăçми йĕр хăварнине палăртрăмăр. Урок вĕçĕнче
улттăмĕшсем унăн пĕр сăввине пăхмасăр вĕренме кăмăл турĕç.